Ҫӗнӗ Шупашкарта 26 ҫулти арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл килтен авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Халӗ те таврӑнман.
Андрей Сергеевич Артемьева «Лиза Алерт» хастарӗсем те шыраҫҫӗ. Вӑл 172 сантиметр ҫӳллӗш, ҫырӑ ҫӳҫлӗ, кӑвак куҫлӑ. Килтен кайнӑ чухне вӑл хура куртка, сӑрӑ кофта, тӗттӗм шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ҫак арҫынна курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лизы Алерт» инфоргӗ: Наталия (Симба), 89196666680.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк улталаннӑ.
Банкра ӗҫлекен 26 ҫулти каччӑ мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерӳ курнӑ. Унта хушма тупӑш ӗҫлесе илме май пурри ҫинчен пӗлтернӗ.
Каччӑ пушӑ вӑхӑтра ӗҫлеме хирӗҫ пулман. Мессенджерсенчи пӗлтерӳре каланӑ тӑрӑх, отельсемпе паллӑ вырӑнсене халӑхра сарма пулӑшмалла пулнӑ. Унӑн хӑна ҫурчӗсенчи номерсене броньлемелле, кайран ӑна вӗсен хуҫисем укҫана тавӑрса парӗҫ-мӗн.
Малтанласа каччӑн счечӗ ҫине, чӑн та, укҫа килнӗ. Анчах кайран тӳлеме пӑрахнӑ. Каччӑ 60 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян Андриян Григорьевич Николаев ҫуралнӑранпа 94 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май велосипедпа ярӑнма кӑмӑллакансем йӑлана кӗнӗ старта тухнӑ: Ҫӗнӗ Шупашкартан Шуршӑла ҫитнӗ.
Ку старт - юбилейлӑ. Акцие кӑҫалхипе 20-мӗш хут ирттернӗ. Палӑртмалла: велосипедҫӑсен старчӗ 2004 ҫулта йӑлана кӗнӗ.
Паян акцие 25 спортменран кая мар хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче 70 ҫулти Любовь Федотова та пулнӑ. Вӑл велосипедпа ярӑнассипе - республика чемпионки. Спортменка ҫак акцие вуннӑмӗш ҫул хутшӑннине пӗлтернӗ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнче пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑм 34-мӗш ҫуртри пӳлӗмӗсенчен пӗринче алхасма тытӑннӑ.
Инкек вырӑнне ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитнӗ, ҫав шутра вырӑнти полицин патрульпе пост службин авиапатрулӗ те пулнӑ. Артем Петров тата Денис Шайдиманов йӗрке хуралҫисем ҫуртра пурӑнакансене урама тухма пулма пулӑшнӑ. Шар курнӑ пӗр ҫынна васкавлӑ пулӑшу машинипе илсе кайнӑ.
Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта вӗлле хурчӗллӗ тата усал арҫынлӑ ача пахчи пур-мӗ. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать Телеграмри каналсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх.
Унта сӑмах асӑннӑ хулари 16-мӗш ача пахчи пирки пырать. Алӑкран кӗнӗ ҫӗрте вӗлле хурчӗсем иленнӗ иккен. Ача пахчин заведующине каланин усси ҫук имӗш. Халӗ вӗлле хурчӗн йӑвине мамӑкпа хупласа хунӑ-мӗн, анчах апла туни пулӑшмасть.
Унсӑр пуҫне ҫав хӗрарӑмӑн упӑшки, ача пахчинче завхоз тата патник пулса ӗҫлекен арҫын, хӑйне питӗ кӑнттам тытать иккен. Вӑл усал сӑмахсемпе ним мар перекелешет-мӗн.
«Звениговский» СПК председательне Иван Казанкова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫурлан 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Кӑҫал Республика кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта предприятин филиалӗ уҫӑлнӑ. Унта аш-какай тирпейлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех унта булка таврашӗ, кондитер ҫимӗҫӗсем туса кӑларакан цех хута ярасшӑн.
Иван Казанков - 81 ҫулта. Вӑл Тутарстанри Элкей районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ.
Чӑваш Енре Промышленниксен клубне йӗркелесшӗн. Ку шухӑша республика Элтеперӗ Олег Николаев та ырланӑ.
Промышленниксен клубне йӗркелес ыйтӑва Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Унта хулан экономикине йӗркелекен тата бюджета самай укҫа хывакан пысӑк предприятисен пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ. Асӑннӑ предприятисенче 8 378 ҫын ӗҫлет, ҫав организацисен пӗтӗмӗшле тупӑшӗ 41,1 миллиард тенкӗрен иртет-мӗн.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 72 ҫулти хӗрарӑма ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса ярайман. Ӑна вӗсем 900 пин тенкине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма 3 сехет ӳкӗтленӗ.
Юрать-ха, кинемей ултавҫӑсен хӑтланавӗсем пирки унччен илтнӗ, видеосюжетсем курнӑ, участковӑй каланине те манман. Ҫапла вӑл укҫи-тенкине упраса хӑварнӑ. Кайран вӑл полицие кайса хӑйӗн патне ултавҫӑсем шӑнкӑравланине каласа кӑтартнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче республикӑра каллех Сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ. Ҫав кун ҫынсем катоксене, бассейнсене, тренажер залӗсене тата ытти спортобъекта тӳлевсӗрех кӗме пултараҫҫӗ.
Палӑртмалла: Сывлӑхпа спорт кунне Чӑваш Енре кашни уйӑхрах ирттереҫҫӗ. Ыранхи программӑна хатӗрленӗ. Тӗслӗхрен, ун чухне Ҫӗнӗ Шупашкарти манежра лашапа ярӑнма, бассейнра ишме, теннисла выляма пулать.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Сывлӑхпа спорт кунне аслӑ ӳсӗмрисем те, ҫамрӑксем те хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм «Барби» кинофильмра тӗп рольсенчен пӗрне вылянӑ Канада актёрӗн пултарулӑхӗпе питех те кӑсӑкланнӑ, вӑл фан-клуб членӗ те пулнӑ. Нумаях пулмасть хӗрарӑмпа «киноҫӑлтӑрӑн» ассистенчӗ ҫыхӑннӑ.
Хӑйӗнпе ҫавӑн пек паллаштарнӑ ют ҫын Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗпе актёр тӗл пулма кӑмӑл тунине пӗлтернӗ. Артист пирӗн ҫӗршыва хӗр шучӗпе килесшӗн иккен. Савӑннӑ хӗрарӑм 300 пин тенкӗ куҫарса та панӑ, ҫав шутран пӗр пайне вӑл кредит илнӗ.
Хӑйне такамсем улталанине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн хӗр пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |